Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗ Станислав Антонов отставкӑна кайнӑ текен сас-хура тухнӑ. Чӑнах та, ведомство сайтӗнчи структурӑра унӑн ячӗ ҫук. Ку тивӗҫе ун вырӑнне кам пурнӑҫлани пирки те ҫырман унта.
Станислав Антонова ӗҫрен ярасси пирки калакан хушу та ҫук, ӑна Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуман.
Палӑртса хӑварар: Станислав Антонов пирӗн тӑрӑха киличчен Пенза облаҫӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш Енри ведомствӑна 2009 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче пӗр хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл ҫав районта Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм шуса кайнӑран пӗвене кӗрсе ӳкме пултарнӑ. Ку инкек Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ.
Асӑннӑ ведомство малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 79 ҫулти хӗрарӑм пӗве хӗрринче шуса кайнӑ та шыва кӗрсе ӳкнӗ, анчах каялла тухайман.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мӑнкун уявӗнче, Етӗрне районӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Метикасси ялӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Кил хуҫисем уявра ҫурта ҫутнӑ, анчах ӑна пӑхса тӑман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шӑпах ҫуртана пула тухнӑ.
Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем вӗсен вити-сарайне сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑма кӳршисем патне куҫма паман.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын гаражра автобусне юсав тунӑ. Кӗтмен ҫӗртен транспорт ҫунма пуҫланӑ. Юрать, арҫын транспорта гаражран тӗксе каларма ӗлкӗрнӗ.
Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 18 сехетре Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, микроавтобус юсав ӗҫӗ вӑхӑтӗнче ҫунма пуҫланӑ. Гаражӗ хыпса ан илтӗр тесе хуҫи ӑна урама тӗксе кӑларнӑ.
Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем автобуса ҫӑлса ӗлкӗреймен – вӑл ҫунса кайнӑ. Халӗ транспорт мӗншӗн хыпса илнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юсавсӑр пулнӑ.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ.
Иртнӗ ҫӗрле Кӗҫӗн Кипек кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма юнашарти ҫурт-хуралтӑна куҫма паман.
Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ӗҫленӗ пулин те пушар ҫуртӑн тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача-пӑча алхасӑвне пула тухнӑ.
Юлашки икӗ кунра Чӑваш Енре ҫил вӑйланчӗ. Асӑрхануллӑ пулма Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те асӑрхаттарнӑччӗ. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрнӗ.
Вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр районти ялсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Анчах нумайлӑха мар, кӗске вӑхӑтрах юсанӑ.
Вӑрнар районӗнче тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ. Муркаш районӗнче те тӑватӑ ялта ҫутӑ сӳннӗ.
Йӗпреҫре те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Электричествӑпа ҫыхӑннӑ аварие паян ир валли ҫеҫ пӗтернӗ. Унта 12 кил ҫутӑсӑр пулнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче те авари бригади ӗҫленӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран асӑрханма ыйтать: кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ.
Ыран Чӑваш Енре йӗпе юр, хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, тӑрук сивӗтме пултарать. Хӑш-пӗр районта ҫил-тӑман вӗҫтерет.
Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫил ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, сывлӑш температури ҫӗрле 4 градус сивӗрен пуҫласа 1 градус ӑшӑ пулӗ, кӑнтӑрла – 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран ӑшӑ.
Палӑртмалла: синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк сивӗтессе систереҫҫӗ. Эппин, чӑннипех те хӗллехи пек пулӗ.
Ӗнер ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Павлов Мичман урамӗнчи 74-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Хулари ача-пӑча клиника пульницине икӗ ачана илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Тепӗр аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ халӗ вӑтам йывӑр шутланать.
Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республикӑра 5 пушар пулнӑ, вӗсенче 3 ҫын шар курнӑ, 15 ҫынна ҫӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр урлӑ каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Халӗ машинӑсем Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне тӳрремӗнех ҫитме пултарӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кӗперпе виҫӗ тоннӑран сахалрах таякан машинӑсем ҫӳрӗҫ. Унта сехетре 10 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма юрать. Кӗпер талӑкӗпех уҫӑ.
Сӑр ҫинчи пӑр ирӗлме пуҫласан, ҫирӗплӗхӗ чаксан кӗпере хупӗҫ. Ҫуркунне ун вырӑнне понтонлӑ кӗпер вырнаҫтарӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ.
Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |